Ял хуҫалӑхӗ
Йӗпреҫ районӗнчи Малиновка ялӗнче ҫӗнӗ ферма уҫӑлнӑ. Унти витере 200 пуҫ ӗне усрама пулать. Унччен ҫав вырӑнта колхозӑн юхӑннӑ ферми пулнӑ. Ҫӗнӗ витене 170 кунра туса пӗтернӗ. Ӑна Комсомольски районӗнчи усламҫӑ Рафис Айсын хута янӑ. Ӑна Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫӗр питӗ килӗшнӗрен вӑл унта ферма уҫнӑ. Фермӑра ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем тупӑннӑ. Ӗнесене хальхи йышши аппаратпа сӑваҫҫҫӗ. Условисем питӗ лайӑх. Ку вите – пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Проектпа килӗшӳллӗн, унта 400 пуҫ ӗне вырнаҫмалӑх ферма пулмалла. Кун хыҫҫӑн патшалӑх тӑкакӑн 20 процентне тавӑрса парӗ. Тепӗр вите те хута ярасшӑн фермер. Ӑна 2018 ҫулта ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Элӗкри тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене халалласа чӳкӗн 3-мӗшӗнче «Тӗлӗнмелле апат-ҫимӗҫ — пахча ҫимӗҫ тата улма-ҫырла» курав йӗркеленӗ. Унта ЧР Наци вулавӑшӗн ял хуҫалӑх литературин пайӗн фондӗнчен илнӗ ҫӗнӗ литературӑпа та паллашнӑ. Мероприятие пухӑннисем сиплӗ ӳсен-тӑран пирки пӗлнӗ. «Сиплӗ курӑка шӑршипе пӗл» викторинӑна пурте хастар хутшӑннӑ. Куравра халӑх медицинин рецепчӗсемпе паллашма май пулнӑ. Вӗсем – пахча ҫимӗҫрен, ӳсен-тӑранран хатӗрленисем. Пахчаҫӑсем валли тӗрлӗ чир-чӗртен хӑтӑлмалли рецептсем ҫырнӑ буклетсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Олег Васильев комбайнерпа Елена Николаева агроном Красноармейски районӗнче ӗнер чи пултаруллӑ, хӑвӑрт тата таса чунпа ӗҫлекен уй-хир ӗҫченӗсене палӑртнӑ. Районти Культура ҫурчӗн сцени ҫине чӗнсе кӑларсах вӗсене Хисеп хучӗпе тата чемпион лентипе чысланӑ. «Жатва – 2016» (чӑв. Вырма — 2016) вырмари ӑмӑртура комбайнерсенчен «Таябинка» агрофирмӑри Олег Васильев палӑрнӑ. Ӳркенмен ҫӗр ӑсти «Полесье» комбайнпа 35,7 пин центнер тӗштырӑ вырса илнӗ. Ӑна «Чемпион Жатвы – 2016» (чӑв. Вырма — 2016 чемпионӗ) ят панӑ. Вырмара хастар ӗҫленисенчен уй-хир ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне те хакланӑ. Маларах асӑннӑ агрофирмӑри Елена Николаева тӗп агронома «Уй-хир ӗҫченӗ-чемпион — 2016» номинацире палӑртнӑ. Ҫак агроном кашни гектартан вӑтамран 27,6 центнер тырӑ туса илнӗ. Каҫал тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен районти уявне республикӑри тӳре-шара та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминче аш-какайран продукци тӑвакан цех уҫӑлнӑ. Кунашкалли районта — пӗрремӗш хут. Унта талӑкне 3 тонна таран аш хатӗрлеме палӑртнӑ. Унран фарш, кӑлпасси, консерв, пельмень тӑваҫҫӗ. Пельмене алӑпах хатӗрлеҫҫӗ. Пӗр сменӑра 20-30 килограмм хатӗрлеҫҫӗ. Тушенкӑна лаша, ӗне какайӗнчен химикат ямасӑр тӑваҫҫӗ. Унта йӑлтах экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫпе, Патӑрьел районӗнчипе, усӑ кураҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнпа вӗсем ҫынсен юратӑвне ҫӗнсе илесшӗн. Ку – вӑраха тӑсӑлакан проект. Цех шкулчченхи тата шкул ӳсӗмӗнчи ачасем валли апат хатӗрлес енӗпе те ӗҫлесе пӑхасшӑн. Цеха виҫӗмҫулах хута яма тытӑннӑ. Фермер проекта пурнӑҫа кӗртес тесе 36 миллион тенкӗ кӗсйинчен кӑларса хунӑ. Ҫапла майпа ялти 13 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ. Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗнче Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗнче те тепӗр комплекс уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Валерий Кузнецов фермер пахчаҫимӗҫе кунта упрӗ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре туса илекен сухан вӑрлӑхӗн 30 проценчӗ — асӑннӑ мунципалитет тӳпи. Ҫакӑн пирки вӑл юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районта пулнӑ чухне каланӑ. Ҫав кун вӑл тӑрӑхри Валерий Кузнецов пахчаҫимӗҫ упрамалли ҫӗнӗ объект уҫнӑ. Сӑмах май, кӑҫал кӑна патӑрьелсем ултӑ усравлӑх хута янӑ. Валерий Кузнецов фермерӑн акса ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкӗ 150 гектар йышӑнать. Ҫав шутран 10 гектар ҫинче фермер сухан вӑрлӑхӗ ӳстернӗ. Вӑрлӑха Амур, Свердловск, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр тата Челепи облаҫӗсене ӑсатать. «Пирӗн районта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ мал ӗмӗтлӗ те талпӑнуллӑ фермер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Хӗл ҫывхарать, Чӑваш Енри хӑш-пӗр хуҫалӑхра вара ҫӗрулми пуҫтарса кӗртмен-ха. Сӑлтавӗ — ҫумӑр ҫуни. Юр лариччен ҫӗрулмине пухса пӗтерес тесе хуҫалӑхсем ҫынсене ӗҫе илӗртме тытӑннӑ. Александр Артемьев хуҫалӑхӗнче купӑста хӗрсе кайсах пуҫтараҫҫӗ. Лаптӑк пысӑк. Ҫӗрулмине те часах пухса кӗртеймен. Ара, ӑна алӑпах пуҫтарма тивет-ҫке-ха. Нӳрӗ ҫӗр ҫине техника кӗреймест. Фермер вырӑнти халӑха та ӗҫе явӑҫтарать. Канмалли кунсенче район администрацийӗн, вырӑнти ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем те уя тухаҫҫӗ. Хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлеҫҫӗ вӗсем. Ҫапах кашнине пӗрер михӗ ҫӗрулми тиветех. Ҫӗрпӳ районӗнче вара чылай хуҫалӑхра ҫӗр сухалаҫҫӗ, ку ҫум курӑк шӑтасран сыхлать. Районти хуҫалӑхсем тыр-пула, пахча ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ ӗнтӗ. Ҫӗрулми анисем ҫеҫ пушанман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Укҫа пулсан акса тӑвайӑн Юлашки ҫулсенче Раҫҫей экономика аталанать, ҫавна май агропромышленность комплексне кивҫен укҫа-тенкӗ парасси ӳссе пырать. Кун пирки ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева Россельхозбанк ертӳҫи Дмитрий Патрушев пӗлтернӗ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне асӑннӑ банк кӑна АПК валли 1,1 триллион тенкӗ кивҫен укҫа уйӑрнӑ. Иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче халӑх тата ял хуҫалӑх предприятийӗсем кредит йышлах илмен, мӗншӗн тесен экономикӑра мӗн пулса иртесси хӑратнӑ. Патрушев шучӗпе лару-тӑру халӗ ырӑ енне ылмашса пырать. Кӑҫал кӑна ял хуҫалӑх ӗҫӗсене ирттерме кредит 183 миллиард тенкӗлӗх панӑ. Апла пулсан, фермерсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсем, хушма хуҫалӑх тытакансем ыран тавӑрса параймӑпӑр тесе шикленмеҫҫӗ, хӑйсен производствине аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енре ҫӗршыври хӑмла ӗҫне аталантармалли центр туса хурасшӑн. Пирӗн уйсенче ҫак «симӗс ылтӑна» ҫитӗнтересшӗн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Кремльти ҫынсемпе калаҫнӑ. Михаил Васильевич юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Джамбулат Хатуовпа тӗл пулнӑ. Вӑл — РФ ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, хӑмла аталантарас енӗпе ӗҫлет. Икӗ ен Чӑвашра хӑмла ӳстерессине аталантарасси пирки калаҫнӑ. Республикӑра ҫӗнӗ сорт лартасшӑн, Чӑваш Ен хӑмла ӳстерессин центрӗ пулса тӑрӗ. — Ҫӗрулми туса илес енӗпе эсир малта, хӑмлана аталантармалла. Чӑваш Ене ку енӗпе центр туса хумалла, — тенӗ Петр Чекмарев, асӑннӑ ведомствӑра ӗҫлекенскер. Михаил Игнатьев хӑнасене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Палӑртмалла: халӗ Раҫҫейре Китайра ӳстернӗ хӑмлапа ытларах усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтараҫҫӗ Улатӑр районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ҫулма тытӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-служби хыпарланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑша Улатӑр районӗнче 3643 гектар акнӑ. Ку культурӑпа ӗҫлекенсем районта виҫӗ хуҫалӑх: «НДН Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн Тӑвайӗнчи филиалӗ 3193 гектар акнӑ, «Родина» общество — 350 га, «Авангард» общество — 100 га. Асӑннӑ тӑрӑхшӑн ку культура ҫӗнӗ темелле. Ӑна туса илме тытӑнни ытла нумаях пулмасть. Маларах ку культурӑна «НДН Агро» акса пӑхнӑ. Халӗ, ав, ӑна кура тата икӗ хуҫалӑх хутшӑннӑ. «НДН Агрора» сакӑр комбайн вырать. Паянхи куна илсен 270 гектар ҫинчен 403 тонна хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарса кӗртнӗ. Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем пахчаҫимӗҫ пуҫтарса кӗртессипе те малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Пуҫтарма ҫулталӑк, салатма пӗр талӑк Юпа уйӑхен 4-мӗшӗнче иртнӗ Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкне панкрута кӑларма килӗшменнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне суд «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑччӗ. Хапрӑк ыттисем умӗнче те парӑма кӗрсе кайнине кура вӗсем те суда ҫавӑн пек тавӑҫпа ҫитнӗ. Ҫавсен шутӗнче Перекет банкӗ те пур. Республика правительствин ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев банкӑн республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Олег Николина панкрута кӑларни производствӑна чӗртсе тӑратма пулӑшманнине каланӑ. «Эпир патшалӑх, республика интересне хӳтӗлетпӗр. «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |